Совет Союзӗн Паттӑрӗн Алексей Маресьевӑн ятне кашниех пӗлнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл истребитель авиаци полкӗн командирӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче тӑшманӑн 4 самолетне персе антарнӑ. 1942 ҫулта Маресьева ҫапса антарнӑ, аманнӑскер тӑшман ҫӗрӗ ҫине анса ларнӑ. Фронт линийӗ патне 18 талӑк шунӑ. Икӗ урине те татсан протезпа ҫӳренӗ. Кайран хӑй ыйтнипе ӑна, 1943 ҫулта, истребительсен авиаци гварди полкне янӑ. Вӑл тата 7 самолета персе антарнӑ.
Паттӑр летчика шӑпа Йӗпреҫ районне илсе ҫитернӗ. Кунта вӗҫев шкулӗ пулнӑ. Икӗ урине те татнӑ хыҫҫӑн шӑпах унта вӑл ҫӗнӗрен вӗҫме вӗреннӗ.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ӑна халалласа Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче авиаци слечӗ иртнӗ. Слета хутшӑнакансем Канаш районӗнчен вӗҫсе иртсе шкул ачисемпе тӗл пулма шухӑшланӑ. Ачасене Маресьевӑн паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Шӑпӑрлансем Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов пирки те пӗлнӗ.
Алексей Маресьев Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ пулин те йӗпреҫсем ӑна хӑйсен Геройӗ вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Литература музейӗ Константин Кольцов поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса литературӑпа музыка каҫӗ ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Вӑл хыпара К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн сайтӗнчен илнӗччӗ.
Хыпара вырнаҫтарнӑ тӗп ҫӑлкуҫра тата ыттисенче те Канаш районӗнчи Анат Сурӑмра ҫут тӗнчене килнӗ поэта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ тесе кӑтартаҫҫӗ. Анчах Канаш район администрацийӗнче ку дата тӗрӗс маррине палӑртаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче поэтӑн тата журналистӑн тӑван ялӗнче юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн (ӑна лайӑхлатассипе ӗҫсем пынине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ) музея тепӗр хут уҫнӑ чух та Кӗҫтӳк Кольцов ҫуралнӑ кунне тӗрӗс мар асӑнни пирки тӑванӗсем хытах калаҫнӑ-мӗн. Константин Кольцов ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Кун пирки Канаш район администрацийӗн пресс-секретарӗ Антонина Тямина ӗнер пӗлтерчӗ. Ӗнерех эпир унпа Шупашкарти Литература музейне те шӑнкӑравласа систертӗмӗр.
Канашра пӗр арҫынна тытса чарнӑ. Ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 16 сехетре пулнӑ. Арҫын укҫа кивҫен паракан офиса ҫаратма хӑтланнӑ.
Анчах вӑрӑ хура ӗҫне вӗҫне ҫитереймен. Ӑна пӗр сӑлтав тытса чарнӑ. Офисра ӗҫлекен хӗрарӑм ача кӗтнине пӗлтерсен арҫын хӑмсарма чарӑннӑ.
Офисра вӑй хуракан хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, арҫын организацие кӗрсен кислотапа сапассипе хӑратнӑ, мӗнпур укҫана кӑларса пама ыйтнӑ. Арҫын ҫав вӑхӑтра аллинче кӗленче тытнӑ. Каярахпа унта нимӗнле шӗвек те пулманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Хӗрарӑм вӑрӑ-хураха курсан хӑраса ӳкнӗ. Вӑл хӑй ача кӗтнине пӗлтернӗ. Тӗлӗнмелле, ку йӗксӗкӗн кӑмӑлне ҫемҫетнӗ, вӑл тухса утнӑ Арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланни паллӑ. Вӑл ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ халӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ял клубӗнче Шелттем ял тӑрӑхӗн «Астӑвӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. 1941-1945-мӗш ҫулсенче пынӑ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине Шелттем тӑрӑхӗнчен 539 ҫын хутшӑннӑ тесе хыпарлать вӑл тӑрӑхри Т.В. Иванова.
Ентешсен ячӗсене, вӗсен паттӑрлӑхне асра хӑварас тӗллевпе Н.Г. Николаев пуҫарнипе «Астӑвӑм» кӗнеке шӑпах Аслӑ ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн кун ҫути курнӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ, ҫӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ паттӑр ентешсен сӑнӳкерчӗкӗсене пуҫтарса асӑну стенчӗ тӑвас ӗҫре Шелттем шкулӗнче учительте чылай ҫул тӑрӑшнӑ Маркел Ерицов тӳпи пысӑк-мӗн. «Вӑл пуҫарнӑ ӗҫе малалла тӑсса ҫакӑн пек хаклӑ кӗнеке халӑх патне ҫитрӗ», — ырлать ӑна маларах асӑннӑ Т.В. Иванова.
Кӗнеке пӗлтерӗшӗ ҫинчен Шелттем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Г. Николаев, Н.Н. Воронцова, М.П. Ендеров ӗҫ ветеранӗсем, ыттисем ыррине самай каланӑ.
Вӑрҫӑ, тыл, ӗҫ ветеранӗсене «Астӑвӑм» кӗнеке парнеленӗ.
Кӗнеке 500 экземплярпа пичетленнӗ, сӑнӳкерчӗксемпе, статьясемпе пуян, 316 страницӑран тӑрать.
Чӑваш Енре туризм пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Туристсене мӗнпе илӗртмелле? Ҫӗнӗ ҫулхи чи ҫӳллӗ чӑрӑшпа-и? Унашкаллине вӗсем таҫта та курма пултарӗҫ. Ниҫта та ҫук япаласемпе илӗртмелле туристсене. Вӗсем Чӑваш Енре, паллах, пур.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫула чылай ҫын кайса курать, ун патӗнче сӑн ӳкерӗнет. Чӑннипех те интерслӗ вырӑн вӑл.
Вӑл ӑҫтан пулса кайни пирки икӗ верси пур. Пӗрне ӗненес тӗк, ӑна 1913-1917 ҫулсенче хута янӑ. Тепӗр верси вара ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче вермахт ҫар служащийӗн тыткӑнри ҫынсем, нимӗҫ строителӗсем, тунине ҫирӗплетет. Кӗпере историпе культура палӑкӗсен списокне официаллӑ майпа кӗртнӗ. Нумаях пулмасть ун ҫывӑхӗнче купельпе часавай тунӑ. Унтах — ҫӑл шывӗ. Ҫывӑхра кӗтӳ, выльӑх-чӗрлӗх ҫӳрет. Илемлӗ вӗт!
Пирӗн республикӑра ку кӗпер пирки ытлах калаҫмаҫҫӗ. Ют ҫӗршывра, Европӑра, пулсан ӑна ҫав тери хаклӗччӗҫ, упрӗччӗҫ. Унпа туристсене те илӗртӗччӗҫ. Париж ав Эйфель башнипе паллӑ, тепӗр ҫӗршыв — урӑххипе. Пирӗн республика вара ҫак чукун ҫул кӗперӗпе те мухтанма пултарать.
Анатолий Кипеч ҫыравҫӑна «Чӑваш Республикин халӑх писателӗ» ят панӑ. Кун пирки хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Анатолий Кипеч 1937 ҫулта Канаш районӗнчи Чулкӑмака ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, РФ Писательсен союзӗн членӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Тӑван тӑрӑхӗнчисем ӑна вӑл енчи ентешлӗх тӑрӑх та пӗлеҫҫӗ.
Пӗлӗвне вара вӑрман техникумӗнче, кайран Канашри педагогика училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ пединстиутӑн музыкӑпа педагогика факультетӗнче, аспирантурӑра туптанӑ.
Ҫыравҫӑ евӗр те ӗҫленӗ. 1995 ҫулта унӑн «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» кӗнеке пуҫласа кун ҫути курнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ӑслӑлӑх ӗҫӗсем нумай ҫырнӑ.
«Ҫурхи хӗвел шевлисене ӑшшӑн сапалать. Урамсене, ял хушшине тирпей-илем кӗртме вӑхӑт ӗнтӗ», — ҫапла лирикӑлла пуҫланӑ Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗ вырӑнта ирттернӗ экологи шӑматкунлӑхӗ пирки хыпарланине. Вӑрман Енӗш клубӗнче ӗҫлекенсем алла кӗрепле-кӗреҫе тытса юр айӗнчен тухнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтарма пикеннӗ. «Ушкӑнпа ӗҫ ӳсӗнет», — тенӗ ваттисем. Клуб умӗ самантрах ҫуталчӗ. Тасалӑх куҫа илӗртет, хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратать», — ҫунатланнӑн хыпарлаҫҫӗ вырӑнтисем.
Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнче те тирпей-илем кӳрессипе тимлеме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ районат ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех санитарипе экологи шӑматкунлӑхӗ пуҫланнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Канаш чиккине улӑштарассине ҫирӗплетсе саккуна алӑ пуснӑ. Хальхи территори хулана аталанмашкӑн ҫитмест, ӑна пысӑклатмалла. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен пресс-служби хыпарлать.
Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ саккунпа килӗшӳллӗн, Канаш хула округне Хучел ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем те кӗрӗҫ. Монохула унта промышленноҫ тата социаллӑ объектсем хута ярӗ. Территори инвестицисем илӗртмешкӗн май парӗ.
Ку таранччен Канашра инвесторсене илӗртмелли пушӑ ҫӗрсем пулман. Халӗ вара индустри паркӗ валли те вырӑн пур. Унта 800 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, 1,5 миллиард тенкӗлӗх инвестици илӗртесшӗн.
Ҫуркунне ҫитрӗ. Юр ирӗлнӗ май ейӳ сарӑлма тытӑнӗ ак. Республикӑра ку лару-тӑрӑва куҫран вӗҫертмеҫҫӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре 55 яла ейӳ илме пултарать. Вӗсенче 855 пӳрт, 2 пин ытла ҫын пурӑнать. Ҫак ялсем 55 муниципалитета кӗреҫҫӗ.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ вӑйлӑ пулсан Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫул патне шыв 100 метр ҫеҫ ҫитеймӗ. Пӑрачкаври лаша спорчӗн шкулӗ те шыва кайма пултарать.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Антонов палӑртнӑ тӑрӑх, ейӳ кашни ҫулах пӗр тӑрӑхрах сарӑлать. Анчах халӑх куҫма шухӑшламасть, пачах тепӗр май — хуралтӑ таврашӗсем хӑпартать.
Ейӳ вӑхӑтӗнче республикӑра 3650 ҫын валли вӑхӑтлӑх пурӑнмалли 27 пункт йӗркелеме палӑртнӑ.
Республикӑна кисретнӗ хӑрушӑ ӗҫ тӗлӗшпе пӑнчӑ лартнӑ. Ку 2015 ҫулта Канашра пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче ниҫта та ӗҫлемен 21 ҫулти каччӑ 21-ри хӗрарӑм патне хӑнана килнӗ. Ирхине 5 сехетре вӑл, ӳсӗрскер, кил хуҫи хӗрарӑмне тӑм савӑтпа пуҫӗнчен ҫапма пуҫланӑ. Унтан ҫӗҫӗ тытнӑ.
11 уйӑхри хӗрне те пуҫӗнчен савӑтпа ҫапнӑ вӑл. Пӗчӗкскере диван ҫинчен урайне тӑсса антарнӑ та пӗтӗм вӑйран пуснӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Хӑна вара пӳлӗмрен 14 пин тенкӗлӗх япала йӑтса кайнӑ. Вилесене икӗ кунран тупнӑ. Каччӑ унччен судпа 5 хут айӑпланнӑ. Халӗ ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 24 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |